11 вырӑнӑн-вырӑнӑн питӗ хытӑ ҫӗр чӗтреннисем, выҫлӑх ҫулсем тата вӗлерекен чир-чӗрсем пулӗҫ. Тӳпере хӑрушӑ пулӑмсемпе аслӑ паллӑсем курӑнӗҫ.
Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ; вырӑнӑн-вырӑнӑн выҫлӑх ҫулсем, вӗлерекен чир-чӗрсем, ҫӗр чӗтреннисем пулӗҫ.
Иисус татах каланӑ: «Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ;
Ҫаксем пурте пуличчен, малтан, Ман ятӑмшӑн сирӗн ҫине алӑ ҫӗклӗҫ, синагогӑсемпе тӗрмесене тытса парса хӗсӗрлӗҫ, пуҫлӑхсемпе патшасем умне илсе пырса тӑратӗҫ.