6 „Этемрен“, – теес, пӗтӗм халӑх пире чулпа пере-пере вӗлерӗ, мӗншӗн тесен халӑх Иоана пророк тесе шанать».
Мӗн курма кайрӑр-ха эппин? Пророка курма-и? Ҫапла, калатӑп сире, вӑл пророкран та аслӑ.
Ирод ӑна ҫавӑншӑн вӗлерттересшӗн те пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ. Халӑх Иоана пророк тесе шутланӑ.
„Этемрен“, – теес, халӑхран хӑратпӑр, мӗншӗн тесен пурте Иоана пророк тесе шутлаҫҫӗ“».
Вара вӗсем Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем Ӑна Пророк тесе шутланӑ.
Анчах та вӗсем ҫапла калаҫса татӑлнӑ: «Халӑх пӑлханмалла ан пултӑр тесен ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар».
Хайхи Иисуса илӗртсе тӗрӗслекенсем ҫак ытарлӑха хӑйсем ҫинчен каланине ӑнланса илнӗ те Ӑна ярса тытасшӑн пулнӑ, анчах та халӑхран хӑранӑ. Вара вӗсем ҫавӑрӑнса утнӑ.
Сана та, ачам, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тесе калӗҫ, мӗншӗн тесен эсӗ Хуҫамӑр валли ҫул хатӗрлеме Ун умӗнчен пырӑн.
Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, „Эсир мӗншӗн Иоана ӗненмерӗр?“ – тейӗ Вӑл.
Вара вӗсем: «Пӗлместпӗр!» – тесе хуравланӑ.
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем кӑна Турӑ ирӗкне хирӗҫлесе шыва кӗмен.
Халӑх Ун патне пырсах тӑнӑ. «Иоанн пӗр хӑват та туса кӑтартмарӗ пулин те, вӑл ҫак Ҫын ҫинчен каланисем пӗтӗмпех чӑна килчӗҫ», – тенӗ ҫынсем.
Ҫавӑн хыҫҫӑн хурал пуҫлӑхӗпе тарҫисем Турӑ Ҫуртне кайнӑ. Хӑйсене халӑх чулпа пере-пере вӗлересрен хӑранипе вара апостолсене ирӗксӗрлемесӗрех илсе пынӑ.