5 Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, „Эсир мӗншӗн Иоана ӗненмерӗр?“ – тейӗ Вӑл.
«Эпир ҫӑкӑр илме маннӑран ҫапла калать пулӗ Вӑл», – тесе шухӑшланӑ вӗренекенӗсем хӑйсен ӑшӗнче.
Иоанн шыва кӗртни ӑҫтан пулнӑ: ҫӳлтен-и е этемрен?» Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «„Ҫӳлтен“, – тесен, Вӑл пире: „Апла эсир Иоана мӗншӗн ӗненмерӗр?“ – тейӗ.
„Этемрен“, – теес, пӗтӗм халӑх пире чулпа пере-пере вӗлерӗ, мӗншӗн тесен халӑх Иоана пророк тесе шанать».
Ман хыҫран Килекенни манран мала тухрӗ, мӗншӗн тесен Вӑл манчченех пулнӑ тенӗччӗ эпӗ. Ку ӗнтӗ шӑпах Ҫавӑ.
Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине хам куҫӑмпа хам курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп», – тенӗ Иоанн.
Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: «Равви! Иордан леш енче санпа пӗрле Пӗри пулнӑччӗ, эсӗ Ун ҫинчен ху та ҫирӗплетсе пӗлтернӗччӗ. Акӑ халӗ Вӑл Хӑй шыва кӗрте пуҫларӗ, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ».
Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать».
Хӑйне пӳрнӗ ӗҫе вӗҫлесе вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? Эсир Кӗтни эпӗ мар. Анчах та акӑ манӑн хыҫҫӑн Килекенӗ пулӗ, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар“.