47 Ҫавсем ӗнтӗ тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑвараҫҫӗ тата ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑваҫҫӗ. Вӗсене ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ».
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.
Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваратӑр тата ҫын умӗнче юриех чылайччен кӗлтӑватӑр. Ҫавӑншӑн сире тата йывӑртарах айӑплав пулӗ.
Ҫавсене, тӑлӑх арӑмсене кил-ҫуртсӑр хӑваракансене, ҫын умӗнче юриех нумайччен кӗлтӑвакансене, ыттисенчен те йывӑртарах айӑплав пулӗ».
Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса ҫапла каланӑ: «Фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен – вӗсен икӗпитлӗхӗнчен – сыхланӑр.
«Саккун вӗрентӳҫисенчен сыхланӑр. Вӗсем вӑрӑм тумтирпе саркаланса ҫӳреме юратаҫҫӗ, халӑх йышлӑ ҫӗрте хӑйсене саламланине килӗштереҫҫӗ; синагогӑра малта ларма, ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма юратаҫҫӗ.
Унтан Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та Турӑ Ҫуртӗнчи парне арчине пуянсем хӑйсен укҫине янине курнӑ.
Турӑ курать: эпир сирӗн умӑрта нихӑҫан та йӑпӑлтатса калаҫман, пирӗн пуяс-тӑвас шухӑш пулманнине те хӑвӑрах пӗлетӗр.
Вӗсем Турра пӗлетпӗр теҫҫӗ, анчах ӗҫӗсемпе Турра хирӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем киревсӗр, итлемеҫҫӗ, нимӗнле ырӑ ӗҫ те тума пултараймаҫҫӗ.
Эй, тӑвансем! Пурте вӗрентекен пуласшӑн ан ҫунӑр. Ҫакна пӗлсе тӑрӑр: пирӗнтен, вӗрентекенсенчен, судра тата хытӑрах ыйтӗҫ.