36 Вӗсем ӗнтӗ, чӗрӗлсе тӑма тивӗҫлӗ пулнисем – Турӑ ачисем, ангелсемпе танах вилӗмсӗр.
Чӗрӗлсе тӑнисем авланмаҫҫӗ те, качча та каймаҫҫӗ, вӗсем тӳпери Туррӑн ангелӗсем пек пулаҫҫӗ.
Вилнӗ ҫынсем, чӗрӗлсе тӑрсан, авланмӗҫ те, качча та каймӗҫ, вӗсем тӳпери ангелсем пек пулӗҫ.
Эпир Турӑ ачисем пулнине пирӗн чун-чӗме ҫав Сывлӑш ҫирӗплетсе пӗлтерет.
Пуринчен кайран вара Вӑл юлашки тӑшманне – вилӗме – пӗтерӗ.
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси те ҫавнашкалах. Ҫӗрекен ӳт ҫӗре кӗрет, ҫӗрми пулса чӗрӗлсе тӑрать.
Эпир тусантан пулнин сӑнарӗпе епле ҫӳренӗ, ҫавнашкалах тӳперен аннин сӑнарӗпе ҫӳрӗпӗр.
Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ.
Малтанхи хутӗнчех вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма тивӗҫ пулнисем телейлӗ те сӑваплӑ. Иккӗмӗш вилӗм вӗсемпе пуҫ пулаймӗ. Вӗсем, Турӑпа Христосӑн священникӗсем пулса, Унпа пӗрле пин ҫул патшара ларӗҫ.
Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ. Текех ӗнтӗ вилӗм те, йӗрӳ-макӑру та, чир-чӗр те пулмӗ, мӗншӗн тесен ӗлӗкхи йӑлтах иртсе кайнӑ».
Анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, санӑн пророк тӑванусем пекех, ҫак кӗнекери сӑмахсене тытса пыракансем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап!»