Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 20:26 - Синодальный НЗ

26 Ҫапла вӗсем Иисус ҫын ҫинче каланӑ сӑмахӗнче айӑп тупайман, Унӑн хуравӗнчен тӗлӗнсе шӑпланнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 20:26
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

„Тусӑм, епле эсӗ туй тумтирӗсӗрех кунта килтӗн?“ – тенӗ ӑна патша. Лешӗ чӗнмен.


Ҫакна илтсен, тӗлӗннипе шалтах аптӑраса, вӗсем Ун патӗнчен тухса кайнӑ.


Иисус саддукейсен ҫӑварне хуплани ҫинчен илтсен фарисейсем пӗр ҫӗре пухӑннӑ.


Ҫакна илтсен Иисус тӗлӗнсех кайнӑ. «Чӑн калатӑп сире, – тенӗ Вӑл Хӑй хыҫҫӑн пыракан халӑха, – кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ.


Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмахпа Хӑйнех айӑпламашкӑн сӑлтав тупма тӑрӑшнӑ.


Иисус ҫапла каланӑ чухне Ӑна хирӗҫлекенсем пурте намӑсланнӑ, ытти халӑх Иисус тунӑ мӗн пур мухтавлӑ ӗҫсемшӗн савӑнса тӑнӑ.


Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ. Пуҫлӑхсен, влаҫсен аллине тытса памашкӑн Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупас тесе Ун патне вӗсем ырӑ пуланҫи чее ҫынсене янӑ.


Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр.


Ҫынсем хушшинче пӑхӑнас мар текенсем те, пуш сӑмах ҫаптаракансем те, ултавҫӑсем те нумай-ха. Ҫавнашкаллисем ӳт кастарнисем хушшинче ытларах.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ