Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 20:23 - Синодальный НЗ

23 Иисус вара, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр? – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 20:23
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Унтан Иисус патне фарисейсемпе саддукейсем пынӑ та, Ӑна тӗрӗслес тесе, тӳперен хӑват кӑтартма ыйтнӑ.


Анчах та Иисус, вӗсен чеелӗхне пӗлсе тӑрса, ҫапла каланӑ: «Мӗн эсир Мана илӗртсе тӗрӗслетӗр, икӗ питлӗскерсем?


Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ. Пуҫлӑхсен, влаҫсен аллине тытса памашкӑн Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупас тесе Ун патне вӗсем ырӑ пуланҫи чее ҫынсене янӑ.


Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и?»


– Укҫӑра кӑтартӑр-ха Мана. Ун ҫине кам сӑнне ҫаптарнӑ, кам ятне ҫырнӑ?» Вӗсем Ӑна хирӗҫ: «Патшанне», – тесе тавӑрнӑ.


Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эсир мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр?


Иисус вӗсен шухӑшӗсене пӗлнӗ, ҫавӑнпа Вӑл алли типнӗ ҫынна: «Тӑр та халӑх умне тух», – тенӗ. Лешӗ тӑнӑ та тухнӑ.


«Эй, шуйттан ывӑлӗ, кирек епле чӑнлӑх тӑшманӗ! Санӑн чун-чӗрӳ тӗрлӗ ултавлӑхпа, тӗрлӗ усаллӑхпа тулса ларнӑ. Ҫынсене эсӗ Хуҫамӑрӑн тӳрӗ ҫулӗ ҫинчен пӑрса яма пӑрахатӑн-и, пӑрахмастӑн-и?


Христоса тӗрӗслер мар. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫапла хӑтланнӑ та – ҫӗленсем сӑхнипе вилсе пӗтнӗ.


Мӗншӗн тесен ҫак тӗнче ӑслӑлӑхӗ Турӑ умӗнче – ӑссӑрлӑх. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Турӑ ӑсчахсене хӑйсем карнӑ чеелӗх танатипех тытать».


Пирӗн ӗнтӗ ҫаплах пӗчӗк ачасем пек пулмалла мар. Вӗсене кирек епле вӗрентӳ ҫилӗ те, иккӗлентерсе, ҫавӑрттарса ярать; улталама вӗренсе ҫитнӗ чее ҫынсем хыҫҫӑн вӗсем часах каяҫҫӗ.


Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ