Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 20:21 - Синодальный НЗ

21 Лешсем вара Иисусран ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине тата ҫынна вӑл кам пулнине кура хакламаннине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ, чӑнах та, Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 20:21
16 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Хайхисем Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене янӑ. «Вӗрентекен, – тенӗ вӗсем Иисуса, – Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ никама та юрама тӑрӑшмастӑн, мӗншӗн тесен ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн.


Лешсем пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӳрӗлӗхлӗ пулнине, никама та юрама тӑрӑшманнине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ ҫынна кам пулнине кура хакламастӑн, чӑнах та Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн. Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук тӳлени тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и? Ҫав налука пирӗн памалла-и, памалла мар-и?»


Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ. Пуҫлӑхсен, влаҫсен аллине тытса памашкӑн Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупас тесе Ун патне вӗсем ырӑ пуланҫи чее ҫынсене янӑ.


Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и?»


Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».


Нумайӑшӗ Турӑ сӑмахне пӑсса вӗрентеҫҫӗ, эпир апла вӗрентместпӗр. Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса, Турӑ сӑмахне Унӑн ҫыннисем пек таса чунпа пӗлтерсе, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.


Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.


Ятлӑ-сумлӑ ӗненекенсем пирки вара ҫакна каламалла: вӗсем ӗлӗкрех тем тери чаплӑ пулнӑ пулсан та – маншӑн пурпӗрех. Турӑ ҫынна кам пулнине кура хакламасть. Вӗсем, ятлӑ-сумлисем, вӗрентӗвӗм ҫумне урӑх нимӗн те хушма каламарӗҫ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ