20 Вӗсем Ӑна сӑнасах тӑнӑ. Пуҫлӑхсен, влаҫсен аллине тытса памашкӑн Иисус каланинче айӑпламалли сӑлтав тупас тесе Ун патне вӗсем ырӑ пуланҫи чее ҫынсене янӑ.
Лешсем вара Иисусран ыйтнӑ: «Вӗрентекен! Эсӗ тӗрӗс каланине, тӗрӗс вӗрентнине тата ҫынна вӑл кам пулнине кура хакламаннине эпир пӗлетпӗр. Эсӗ, чӑнах та, Турӑ ҫулӗ ҫинчен вӗрентетӗн.