2 «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ.
Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ чух, Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ та:
«Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур, – тавӑрнӑ вӗсене Иисус. – Калӑр-ха Мана, Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен е этемрен пулнӑ?»
Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем вара: «Ҫапла тума тивӗҫӳ пуррине Эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартса ӗнентерӗн?» – тенӗ.
Ҫавӑн чухне вӗсенчен пӗри Моисея аяккалла тӗртсе янӑ. „Пирӗн пуҫлӑх, пирӗн судья пулма сана кам ирӗк пачӗ? – тенӗ вӑл.
Эй, эсир, кутӑн ҫынсем! Уҫӑлман чун-чӗреллӗ, мӑкланнӑ хӑлхаллӑ ҫынсем! Эсир, мӑн аслаҫӑрсем пекех, яланах Святой Сывлӑша хирӗҫлетӗр.