Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 20:16 - Синодальный НЗ

16 Вӑл килсе ҫав пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене парӗ». Ҫак ытарлӑха итлекенсем вара: «Ун пек ан пултӑрах!» – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 20:16
24 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫырла татма вӑхӑт ҫитсессӗн хайхи хуҫа хӑйӗн тарҫисене пахчаҫӑсем патне хӑйӗн ҫырлине илме янӑ.


«Ҫав усал тӑвакансене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене, ҫимӗҫе вӑхӑтра парса тӑракан пахчаҫӑсене, тара парӗ», – тенӗ Ӑна.


Ҫакӑн ҫинчен илтсен патша питӗ ҫилленсе кайнӑ. Вара хӑйӗн ҫарне ярса ҫав ҫын вӗлеренсене хӑйсене те вӗлерттернӗ, хулине ҫунтарса яма хушнӑ.


Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи мӗн тӑвӗ? Вӑл пырӗ те пахчаҫӑсене вӗлерттерӗ, пахчине урӑххисене парӗ.


– Эпӗ хӑйсен патши пулнипе килӗшмен леш тӑшманӑмсене кунта илсе килӗр те хам куҫ умӗнчех вӗлерӗр“».


Вӗсем вара ӑна пахчаран илсе тухнӑ та вӗлернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пахча хуҫи вӗсене мӗн тӑвӗ?


Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр.


Тата ҫакна ыйтам-ха: «Турӑ Хӑйӗн халӑхне пӑрахнӑ пулать-и вара?» Паллах, апла мар. Эпӗ хам та Авраам йӑхӗнчи, Вениамин сыпӑкӗнчи Израиль ҫынни.


Тата ҫакна ыйтам-ха: Израиль халӑхӗ тӑрайми ӳкмеллех такӑннӑ-шим? Паллах, апла мар. Иудейсем ӳкни урӑх халӑх ҫыннисене ҫӑлӑнӑҫ кӳрет, ҫакӑ вара иудейсене кӗвӗҫтерет, тӑрӑшма хистет.


Капла эпир саккуна ӗненӳпе пӑрахӑҫламастпӑр-и? Паллах, ҫук. Эпир саккуна ӗненӳпе ҫирӗплететпӗр.


Ҫук. Пӑрахӑҫламасть. Турӑ чӑн, кирек епле этем те вара ултавлӑ. Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӑннине калатӑн, ҫавӑнпа Хӑвна айӑплакансене Эсӗ ҫӗнтерӗн».


Паллах, ҫук! Енчен те Турӑ пире те айӑплама пултараймасан, тӗнчене Вӑл епле суд тума пултарӗ?


Мӗн тумалла-ха? Эпир саккун аллинче мар, Турӑ ырӑлӑхӗн аллинче тесе, ҫылӑха кӗрсе пурӑнмалла-и? Паллах, апла мар.


Ҫылӑхшӑн эпир вилӗ: епле тата пирӗн ҫылӑха кӗрсе пурӑнас?


Ырри мана вилӗм кӳчӗ пулать-шим вара? Паллах, апла мар. Ҫылӑх ҫавӑнпа та ҫылӑх ӗнтӗ, вӑл ыррипе усӑ курсах мана вилӗм патне илсе пырать. Ҫапла вара, пил-хушусене пула ҫылӑх виҫесӗр япӑххи курӑнать.


Мӗн калар-ха эппин? Саккун хӑй ҫылӑхлӑ-шим? Паллах, апла мар. Анчах та эпӗ саккуна пӗлмен пулсассӑн ҫылӑх мӗнне те пӗлмен пулӑттӑм. Саккун «ан хапсӑн» темен пулсан, эпӗ хапсӑнни мӗн иккенне те пӗлмен пулӑттӑм.


Халӗ мӗнех калар-ха? Турӑ тӳрӗ мар-шим? Апла мар, паллах.


Сирӗн ӳт-пӗвӗрсем Христос ӳчӗн пайӗсем пулнине пӗлместӗр-им? Мӗн, Христос ӳчӗн пайӗсене илсе аскӑн хӗрарӑм ӳт-пӗвӗн пайӗсем тумалла-им? Апла мар, паллах!


Енчен те эпир хамӑр та, Христоспа пӗр пулса тӳрре тухма тӑрӑшаканскерсем, ҫылӑхлӑ пулсан, Христос ҫылӑхшӑн ӗҫлесе тӑракан пулса тухать-и вара? Паллах, апла мар.


Эппин саккун Туррӑн шантарса панӑ сӑмахӗсене хирӗҫлет-ши? Пачах та хирӗҫлемест! Мӗншӗн тесен ҫынсене чӗрӗлӗх пама пултаракан саккун панӑ пулсан, тӳрре тухасси чӑнах та саккунран килнӗ пулӗччӗ.


Ман мухтанассӑм килмест. Мухтансан та эпӗ Иисус Христос Хуҫамӑр хӗресӗпе кӑна мухтанӑп. Ҫав хӗрес ҫинче ку тӗнчене маншӑн пӑталанӑ, мана та тӗнчешӗн пӑталанӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ