Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 20:13 - Синодальный НЗ

13 Унтан пахча хуҫи: „Мӗн тӑвам-ши? Юратнӑ ывӑлӑма ярса пӑхам-ха, тен, ӑна курсан, вӑтанӗҫ“, – тенӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 20:13
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.


Акӑ, тӳперен ҫапла сасӑ илтӗнсе кайнӑ: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра».


«Пӗр хулара судья пурӑннӑ, вӑл Турӑран та хӑраман, ҫынсене те ним вырӑнне хуман.


Судья нумайччен ун хутне кӗресшӗн пулман. Юлашкинчен хӑй ӑшӗнче шутланӑ: „Эпӗ Турӑран та хӑрамастӑп, ҫынсене те ним вырӑнне хумастӑп!


Вара вӑл виҫҫӗмӗш чурине ярса пӑхнӑ. Лешсем ӑна аманичченех хӗненӗ те пахчаран кӑларса пӑрахнӑ.


Анчах та пахчаҫӑсем, хуҫа ывӑлне курсан: „Ашшӗн пурлӑхӗ ҫакна юлмалла, атьӑр ӑна вӗлерер те тивӗҫлӗ еткерне хамӑр илер“, – тесе шут тунӑ.


Пӗлӗтрен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм! Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ.


Вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине хам куҫӑмпа хам курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретӗп», – тенӗ Иоанн.


Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ.


Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ