11 Вара вӑл тата тепӗр чурине янӑ. Пахчаҫӑсем ӑна та хӗнесе-вӑрҫса нимӗнсӗрех янӑ.
Вара хуҫа вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ. Вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, мӑшкӑл туса янӑ.
Иҫӗм ҫырли пухма вӑхӑт ҫитсессӗн ҫав хуҫа чурине пахчаҫӑсем патне ҫырла илме янӑ. Анчах лешсем ӑна хӗнесе тӑкнӑ та пуш алӑпах кӑларса янӑ.
Вара вӑл виҫҫӗмӗш чурине ярса пӑхнӑ. Лешсем ӑна аманичченех хӗненӗ те пахчаран кӑларса пӑрахнӑ.
Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр!
Маларах Филиппӑра пире асап тата хур кӑтартнине эсир пӗлетӗр. Апла пулин те, Туррӑн Ырӑ Хыпарне эпир, пӗтӗм вӑя хурса, Турӑ пулӑшнипе сире хӑюллӑнах ӳкӗтлесе вӗрентрӗмӗр.