9 Сасартӑк вӗсен умне Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ пырса тӑнӑ та, вӗсене Хуҫа Туррӑн мухтавлӑхӗ ҫутатса янӑ. Кӗтӳҫӗсем ҫав тери хӑраса ӳкнӗ.
Анчах та вӑл ҫапла шухӑшласанах ӑна тӗлӗкре Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ. «Давид патша йӑхӗнчи Иосиф, – тенӗ Турӑ ангелӗ, – эсӗ арӑмна, Марияна, ху патна илме ан хӑра, Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ.
Ун патне кӗрсен ангел ҫапла каланӑ: «Эй, тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑрах!»
Ҫавӑнтан аякра мар, хирте, кӗтӳҫӗсем ҫӗрле кӗтӗвӗсене хуралланӑ.
Хӗрарӑмсем ним тума пӗлмесӗр тӗлӗнсе тӑнӑ чух, сасартӑк вӗсен умне ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ икӗ ҫын пырса тӑнӑ.
Ҫак сӑмахсене Исаия пророк Ун ҫинчен каланӑ, ӑна Христос мухтава тухасси курӑннӑ пулнӑ.
Сасартӑк Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ та, тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аяккинчен тӗртсе вӑратнӑ та: «Тӑр хӑвӑртрах», – тенӗ. Ҫавӑнтах Петр аллинчи сӑнчӑрсем хывӑнса ӳкнӗ.
Мӗншӗн тесен мана кӗҫӗр чун-чӗремпе Ӑна ҫеҫ парӑнса, Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑракан Туррӑмӑн ангелӗ курӑнчӗ.
Анчах та Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкӗсене уҫнӑ та апостолсене илсе тухса ҫапла каланӑ:
Пирӗн ҫине, уҫӑ сӑн-питлӗскерсем ҫине, Хуҫа Турӑ мухтавӗн ҫути тӗкӗр ҫине ӳкнӗ пек ӳкет. Хуҫа Туррӑмӑрӑн Сывлӑшӗ пулӑшнипе эпир Ун евӗрлӗ пулса, чаплӑланса пыратпӑр.
Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.
Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.
Ҫак курӑну питӗ хӑрушӑ пулнӑран Моисей: «Эпӗ хӑранипе чӗтретӗп», – тенӗ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен анакан тепӗр ангела куртӑм. Ӑна питӗ пысӑк влаҫ панӑччӗ. Унӑн чап-мухтавӗпе ҫӗр пичӗ те ҫуталса кайрӗ.
Унтан эпӗ пысӑк шурӑ престол тата ун ҫинче Ларакана куртӑм. Вӑл пуртан ҫӗрпе пӗлӗт те ҫухалчӗ: вӗсем валли вырӑн юлмарӗ.