7 Вара Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Хӑна ҫуртӗнче вырӑн пулманран Вӑл Ӑна, чӗркесе, выльӑх-чӗрлӗхе апат памалли сырӑша вырттарнӑ.
Анчах вӑл Марияпа ҫывӑрман. Пурӑна-киле Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Иосиф Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.
– Платник ывӑлӗ ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Унӑн Амӑшӗ Мария ятлӑ вӗт-ха? Иаков, Иосий, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара?
«Тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур, Этем Ывӑлӗн кӑна пуҫне хурса канмалӑх вырӑнӗ ҫук», – тенӗ вара ӑна Иисус.
Вара унӑн суранӗсене эрехпе олив ҫӑвӗ сӗрсе, эмеллесе ҫыхнӑ. Унтан ӑна ашакӗ ҫине лартнӑ та хӑна ҫуртне илсе кайнӑ. Хӑна ҫуртӗнче те вӑл уншӑн тӑрӑшнӑ.
Вифлеемре Унӑн ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ.
Ҫавӑнтан аякра мар, хирте, кӗтӳҫӗсем ҫӗрле кӗтӗвӗсене хуралланӑ.
Ҫапла Сӑмах ӳтленсе, этем пулса, пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ. Атте Турӑ тулли тивлетлӗ, чӑнлӑхлӑ пӗртен-пӗр Ывӑлне мухтава кӑларчӗ. Эпир Унӑн мухтавне куртӑмӑр.
Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ.
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.