52 Иисус ӑслӑлансах, ӳссех пынӑ. Турӑ та, ҫынсем те Ӑна юратнӑҫемӗн ытларах юратнӑ.
Ача ҫитӗнсе, чун-чӗмӗпе ҫирӗпленсе пынӑ. Израиль халӑхӗ умне тухма вӑхӑчӗ ҫитиччен вӑл пуш хирте пурӑннӑ.
Ача ҫитӗннӗҫемӗн чун-чӗмӗпе ҫирӗпленсе, ӑс-тӑнӗпе хӑватланса пынӑ. Турӑ тивлечӗ Ун ҫинче пулнӑ.
Кам ҫапла пурӑнса Христосшӑн тӑрӑшать, ҫав Турра та юрӑхлӑ, ҫынсем умӗнче те хисеплӗ.