Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 2:51 - Синодальный НЗ

51 Вара Иисус вӗсемпе пӗрле Назарета тавӑрӑннӑ та ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмесӗр пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те чунӗнче упраса пурӑннӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 2:51
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ.


Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ.


Ҫав кунсенче Галилея ҫӗрӗнчи Назарет хулинчен Иоанн патне Иисус та пынӑ. Иоанн Ӑна Иорданра шыва кӗртнӗ.


Платник ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Вӑл Мария ывӑлӗ, Иаковпа Иосийӑн, Иудӑпа Симонӑн тӑванӗ кӑна-иҫ! Унӑн аппӑшӗсем те кунтах, хамӑр хушшӑмӑртах мар-им вара?» Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман.


Ҫынсем ӑна: «Назорей Иисусӗ иртсе пырать», – тенӗ.


Мария вара ҫак сӑмахсене пурне те Хӑйӗн чӗринчех усранӑ.


Турӑ саккунӗ хушнине пурне те туса пӗтерсен Иосифпа Мария Галилейӑна, Назарет ятлӑ тӑван хулине, тавӑрӑннӑ.


Пӗррехинче Иисус Хӑй ӳснӗ хулана, Назарета, пынӑ. Шӑмат кун Вӑл яланхи пекех синагогӑна кӗнӗ те Ҫырнине вулама хатӗрленсе тӑнӑ.


Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах, эсир, ваттисем каларӑшле: „Тухтӑр, Хӑвна Ху сыват!“ – тесе калама пултаратӑр Мана. Капернаумра Эсӗ мӗн тунине илтрӗмӗр эпир. Кунта та, Ху ӳснӗ хулара, ҫавна туса кӑтарт тесе каласшӑн ӗнтӗ эсир».


Турӑран хӑраса, пӗр-пӗрне итлесе пурӑнӑр.


Сире ҫавӑншӑн чӗнсе илнӗ те, мӗншӗн тесен Христос пирӗншӗн асап тӳснӗ. Хӑй хыҫҫӑн пыракансем пулччӑр тесе Вӑл пире тӗслӗх кӑтартнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ