48 Иисуса унта курсан Иосифпа Мария питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вара Амӑшӗ Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ывӑлӑм, мӗншӗн Эсӗ капла хӑтлантӑн? Аҫупа иксӗмӗр Сана шыраса йӑлт кулянса пӗтрӗмӗр».
Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ.
Иисус вӗсене каланӑ: «Эсир Мана мӗншӗн шырарӑр? Эпӗ Хамӑн Аттеме тивӗҫлӗ ҫӗрте пулмаллине пӗлмен-и-мӗн эсир?»
Хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ чух Иисус пӗр вӑтӑр ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Илия мӑнукӗ пулнӑ. Унӑн ытти мӑн аслашшӗсем:
Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем.
Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен».