47 Ӑна итлекенсем пурте Ун ӑсӗнчен те, хуравӗсенчен те тӗлӗннӗ.
Вӑл Хӑй ӳснӗ хулана пынӑ та унти синагогӑра халӑха вӗрентнӗ. Унӑн вӗрентӗвӗнчен ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакнашкал ӑслӑлӑх тата хӑват кӑтартмалӑх вӑй ӑҫтан тухать-ши Унӑн? – тенӗ вӗсем.
Ҫакна илтсен халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Вӑл саккун вӗрентӳҫисем пек мар, Турӑ хӑват панӑ пек вӗрентнӗ.
Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ.
Шӑмат кун ҫитсен Вӑл синагогӑра вӗрентме пуҫланӑ. Итлекенсенчен чылайӑшӗ тӗлӗннипе ҫапла каланӑ: «Кунашкал пӗлӳ ӑҫтан тухать-ха Унӑн? Мӗнлескер-ши вӑл, Ӑна панӑ ӑслӑлӑх? Ҫавнашкал хӑватсене тума епле пултарать-ши Вӑл?
Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ.
Виҫӗ кунран тин вӗсем Иисуса Турӑ Ҫуртӗнче тупнӑ. Вӑл унта вӗрентекенсене итлесе ларнӑ, Хӑй те вӗсене ыйтусем панӑ.
Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем.
Ҫынсем Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, мӗншӗн тесен Унӑн сӑмахӗнче Турӑ хӑвачӗ пулнӑ.
«Вӗренмен пулин те, Ҫырнинче мӗн каланине ӑҫтан пӗлет-ха Вӑл?» – тӗлӗннӗ иудейсем.
«Ку Ҫын калаҫнӑ пек этем тени нихӑҫан та калаҫманах», – тенӗ Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем.