44 Вӑл урӑх ҫынсемпе пырать пулӗ тесе, пӗр куна яхӑн кайсан тин Ӑна хурӑнташӗсемпе пӗлӗшӗсем хушшинче шырама пуҫланӑ.
Уяв хыҫҫӑн Иосифпа Унӑн Амӑшӗ киле кайма ҫула тухнӑ, анчах Ачи, Иисус, Иерусалимра тӑрса юлнине вӗсем асӑрхаман.
Анчах та Иисуса тупайман пирки, Ӑна шыраса, вӗсем каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ.
Иисуса паллакансем тата Унпа пӗрле Галилейӑран пынӑ хӗрарӑмсем ҫавна аякран пӑхса тӑнӑ.