38 Симеон Марияпа калаҫнӑ вӑхӑтра вӗсем патне пынӑ Анна та Хуҫамӑра мухтама пуҫланӑ. Ҫӑлӑнасса кӗтекен Иерусалимри ҫынсене пурне те вӑл Ача ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр ҫын пынӑ та Иисус ӳтне ыйтма Пилат патне хӑйса кӗнӗ. Иосиф иудейсен канашӗнче хисеплӗ ҫын шутланнӑ пулин те, хӑй те Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтсе пурӑннӑ пулнӑ.
«Израилӗн Хуҫа Туррине мухтав! Вӑл килсе Хӑйӗн халӑхне хӑтӑлмалла турӗ;
Ҫав вӑхӑтра Иерусалим хулинче тӳрӗ пурӑнакан, Турра пит хисеплекен Симеон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ. Ун ҫинче Святой Сывлӑш пулнӑ, Симеон Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ килессе кӗтнӗ.
Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ хӗрарӑм пророк пулнӑ. Вӑл питӗ ватӑлса ҫитнӗ, хӑйӗн упӑшкипе Анна ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ.
Эпир вара Израиле хӑтараканни Ҫавӑ тесе ӗмӗтленеттӗмӗр. Ҫак ӗҫ пулнӑранпа икӗ кун та иртрӗ ӗнтӗ.
Эппин, калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панишӗн Турра тав!
Иисус Христос Хуҫамӑрӑн Турри, Унӑн Ашшӗ, мухтавлӑ пултӑр. Вӑл пире, Иисус Христоспа пӗрлӗхлисене, чун-чӗмӗн тӗрлӗ пилӗпе ҫӳлти сӑвапа пилленӗ.