Вара вӗсем Иисусран ыйтнӑ: «Иоанн вӗренекенӗсем те, фарисейсен вӗренекенӗсем те тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлтӑваҫҫӗ, Сан вӗренекенӳсем мӗншӗн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ?»
Павелпа Варнава кашни ӗненекен ушкӑнрах алӑ хурса пресвитерсем уйӑрса лартнӑ. Вара апостолсем типӗ тытса кӗлтунӑ та вӗсене хӑйсем ӗненекен Хуҫамӑр аллине парса хӑварнӑ.