Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 2:34 - Синодальный НЗ

34-35 Унтан Симеон вӗсене пилленӗ те, Ача Амӑшне Марияна каланӑ: «Мария, Сан чуну хӗҫпе каснӑ пек касӑлӗ, мӗншӗн тесен ку Ачана пула Израильте ӳкекен те, тӑракан та нумай пулӗ. Ун пирки нумай тавлашӗҫ, чылайӑшӗ ӑна хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫапла вӗсен чун-чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсем палӑрӗҫ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 2:34
38 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Этем Ывӑлӗ килчӗ те – ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать, налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – теҫҫӗ ҫавсемех. Анчах та Турӑ ӑслӑлӑхне ачисем тӳрре кӑларчӗҫ ӗнтӗ».


Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ.


Ҫав чул ҫине ӳкекен арканӗ. Чулӗ хӑй кам ҫине ӳкӗ, ӑна лапчӑтса пӑрахӗ».


«Ырӑ ҫыннӑмӑр, – тенӗ вӗсем, – леш ултавҫӑ Хӑй чӗрӗ чухне „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тенине аса илтӗмӗр-ха эпир.


Усал ӗҫ тӑвакан кирек кам та ҫутта юратмасть. Хӑйӗн ӗҫӗсем палӑрасран вӑл ҫутӑ патне пымасть, мӗншӗн тесен унӑн ӗҫӗсем усал.


Ҫавӑнпа та ятлӑ-сумлисем Ӑна шӑмат куна хисеплеменшӗн кӑна мар, Турра Манӑн Аттем теме хӑйнӑшӑн, ҫапла каласа Хӑйне Турӑпа танах хунӑшӑн вӗлерес тесе тата ҫирӗпрех шут тытнӑ.


Анчах та иудейсем, халӑх йышлӑн пуҫтарӑннине курсан, питӗ вӗчӗрхеннӗ. Вара вӗсем Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ.


Анчах та вӗсем апостолсене тупайман. Вара Иасонпа хӑш-пӗр ӗненекенсене хула пуҫлӑхӗсем патне сӗтӗрсе кайнӑ. «Вӗсем пӗтӗм тӗнчипех халӑха пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, халӗ акӑ кунта та ҫитнӗ! – кӑшкӑрашнӑ ушкӑнрисем.


Ҫак ҫын халӑха сиен тӑвать; мӗн пур иудейсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ҫӳрет, Назорейсен суя тӗн вӗрентӗвне ертсе пырать.


Ӗнтӗ пирӗн ҫак вӗрентӳ пирки эсӗ ху мӗн шухӑшланине пӗлес килет, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пирки таҫта та тавлашнине эпир пӗлетпӗр».


Ҫӗр ҫинчи патшасемпе княҫсем пӗрле пухӑнса Хуҫа Туррӑмӑра тата Вӑл Суйласа илнине хирӗҫ тӑчӗҫ“.


Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ. Иерусалимра Иисус вӗренекенӗсен шучӗ хӑвӑрт ӳссе кайнӑ. Чылай священник та ҫак ӗненӗве йышӑннӑ.


Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Израиль халӑхӗ ӗненнипе мар, саккуна тытса пынипе тӳрре тухасшӑн пулнӑ. Ҫапла вара вӑл „такӑнтаракан чулран“ такӑннӑ.


Эпир вара пӑталанӑ Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр. Иудейсемшӗн Вӑл такӑнса ӳкмелли чул, грексемшӗн – пуҫа вырнаҫми япала.


Мелхиседек Салим патши тата Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пулнӑ. Вӑл Авраама патшасене ҫӗнтерсе тавӑрӑннӑ чухне кӗтсе илнӗ те пилленӗ.


Паллӑ ӗнтӗ, пил паракан пил илекентен аслӑрах.


Сире Христос ячӗшӗн хурлаҫҫӗ пулсан, эсир телейлӗ, эппин, сирӗнте мухтав Сывлӑшӗ, Святой Сывлӑш пур. Вӗсем Ӑна хурлаҫҫӗ, эсир – мухтава кӑларатӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ