32 Урӑх халӑхсемшӗн вӑл чӑн ҫутӑ пулӗ, Хӑвӑн Израиль халӑхне мухтава кӑларӗ».
Ҫавӑнта тӗттӗмре пурӑннӑ халӑх хӑватлӑ ҫутӑ курчӗ! Вилӗм ҫӗрӗнче, вилӗм тӗттӗмлӗхӗнче пурӑнакансемшӗн ҫутӑ килчӗ».
Ангел вӗсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр! Эпӗ сире пӗтӗм халӑха савӑнтармалли чаплӑ хыпар пӗлтерме килтӗм.
Ку ҫӑлӑнӑҫа Эсӗ мӗн пур халӑх куҫӗ умӗнчех хатӗрленӗ.
Ҫапла ӗнтӗ пӗлсех тӑрӑр: Туррӑн ҫӑлӑнӑҫне урӑх халӑхсене панӑ, итлекенӗсем те вӗсемех пулӗҫ».
Эппин, Ҫырнинче каланӑ пек: «мухтанас текен Турӑпа мухтантӑр».
Хулана ҫутатмашкӑн хӗвел те, уйӑх та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ӑна Турӑ мухтавӗ ҫутатать, унӑн ҫутаткӑҫӗ – Путек.