3 Вара пурте кашни хӑйӗн хулине ҫырӑнма тухса кайнӑ.
Ҫав вӑхӑтра Рим императорӗ Август пӗтӗм патшалӑхри халӑха ҫырса тухма хушнӑ.
Ҫак пирвайхи хут халӑха шута илесси Сири ҫӗрне Квириний тытса тӑнӑ чухне пулнӑ.
Иосифӑн, Давид йӑхӗнчен пулнӑран, Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеема, тахҫан Давид ҫуралнӑ хулана, каймалла пулнӑ.
Ҫапла Иосиф хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗпе Марияпа пӗрле ят ҫыртарма кайнӑ. Мария ун чухне йывӑр ҫын пулнӑ.