Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 2:27 - Синодальный НЗ

27 Иосифпа Мария саккун хушнӑ йӑлана тума пӗчӗкҫӗ Иисуса Турӑ Ҫуртне илсе пырсан, Сывлӑш хавхалантарнипе Симеон та унта пынӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 2:27
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑн хыҫҫӑн Сывлӑш Иисуса шуйттан илӗртӗвӗпе тӗрӗслеме пуш хире ертсе кайнӑ.


Моисей саккунӗ хушнӑ тӑрӑх тасалмалли кунсем иртсен, Иосифпа Мария пӗчӗк Ачана Хуҫа Турӑ умне тӑратма Иерусалима илсе пынӑ,


Вӑл Ачана хӑй аллине илнӗ те Турра мухтаса каланӑ:


Унӑн ашшӗ-амӑшӗ кашни ҫулах пасха уявне Иерусалима ҫӳренӗ.


Иисуса унта курсан Иосифпа Мария питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вара Амӑшӗ Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ывӑлӑм, мӗншӗн Эсӗ капла хӑтлантӑн? Аҫупа иксӗмӗр Сана шыраса йӑлт кулянса пӗтрӗмӗр».


Вара Иисус вӗсемпе пӗрле Назарета тавӑрӑннӑ та ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмесӗр пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те чунӗнче упраса пурӑннӑ.


Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Иисуса Иордан хӗрринчен тавӑрӑнсан Сывлӑш пуш хире ертсе кайнӑ.


Петр ҫаплах курӑну пирки шухӑшласа тӑнӑ. Ҫав хушӑра Сывлӑш ӑна каланӑ: «Симон, сана виҫҫӗн шыраҫҫӗ,


Сывлӑш мана пӗр иккӗленмесӗрех вӗсемпе пӗрле кайма хушрӗ. Ҫак ӗненекен ултӑ тӑванӑм та манпа пӗрле пулчӗҫ, эпир вара хама чӗннӗ ҫын килне кайрӑмӑр.


Мисине ҫитсессӗн вӗсем Вифинине каясшӑн пулнӑ, анчах Святой Сывлӑш вӗсене унта та вӗрентме яман.


«Ҫак урапапа юнашар ут», – тенӗ Святой Сывлӑш Филипа.


Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.


Пӗррехинче, вырсарни кун, Святой Сывлӑш витӗмӗпе эпӗ хам хыҫӑмра труба сасси пек хӑватлӑ сасӑ илтрӗм. «Эпӗ – Альфа тата Омега, Малтанхи тата Кайранхи, – терӗ ҫав сасӑ.


Вара мана, Святой Сывлӑш витӗмӗпе, ангел пуш хире ертсе кайрӗ. Унта эпӗ йӑм-хӗрлӗ тискер кайӑк ҫине утланнӑ хӗрарӑма куртӑм. Тискер кайӑкӗ ҫине йӑлтах Турра хурлакан ятсем ҫырса тултарнӑ, хӑй ҫичӗ пуҫлӑ та вунӑ мӑйракаллӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ