25 Ҫав вӑхӑтра Иерусалим хулинче тӳрӗ пурӑнакан, Турра пит хисеплекен Симеон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ. Ун ҫинче Святой Сывлӑш пулнӑ, Симеон Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ килессе кӗтнӗ.
Аримафея хулинче ҫуралса ӳснӗ Иосиф ятлӑ пӗр ҫын пынӑ та Иисус ӳтне ыйтма Пилат патне хӑйса кӗнӗ. Иосиф иудейсен канашӗнче хисеплӗ ҫын шутланнӑ пулин те, хӑй те Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтсе пурӑннӑ пулнӑ.
Мария саламланине илтсен Елисаветӑн варӗнчи ачи тапкалашса илнӗ, вара Елисавета чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ.
Вӗсем Турӑ умӗнче тӳрӗ пурӑннӑ: Хуҫа Турӑ йӗркисене, пил-хушӑвӗсене пурне те тӗрӗс пурнӑҫласа тӑнӑ.
Иоанн ашшӗ Захария чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑран пророкла калама пуҫланӑ:
Симеон Марияпа калаҫнӑ вӑхӑтра вӗсем патне пынӑ Анна та Хуҫамӑра мухтама пуҫланӑ. Ҫӑлӑнасса кӗтекен Иерусалимри ҫынсене пурне те вӑл Ача ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Вӑл хӑй те, унӑн кил-йышӗ те Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Корнилий халӑхшӑн нумай ырӑ ӗҫ тунӑ, тӑтӑшах Турра кӗлтунӑ.
Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ сума сӑвакан ҫӗрпӗве, Корнилие, святой ангел курӑннӑ. Ҫав ангел сана Корнилий патне чӗнсе пыма, санӑн сӑмахна итлеме хушнӑ».
Ҫав вӑхӑтра Иерусалимра хулари тата тӗрлӗ ҫӗр-шывсенчи хытӑ ӗненекен иудейсем уява пуҫтарӑннӑ пулнӑ.
Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса чунлӑ пуласшӑн яланах тӑрӑшатӑп.
Мӗншӗн тесен пророкла сӑмах нихӑҫан та ҫын хӑй калас тенипе каланмасть. Туррӑн сӑваплӑ ҫыннисем ӑна Святой Сывлӑш хавхалантарнипе пӗлтереҫҫӗ.