Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Лука 2:21 - Синодальный НЗ

21 Тепӗр сакӑр кунран, Ача ӳтне касма вӑхӑт ҫитсен, Амӑшне йывӑр ҫын пуличчен ангел каланӑ пекех, Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Лука 2:21
9 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ ҫав Ачана Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ».


Анчах вӑл Марияпа ҫывӑрман. Пурӑна-киле Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Иосиф Ӑна Иисус ятлӑ хунӑ.


Анчах та Иисус ӑна хуравласа каланӑ: «Ҫапла пулмалла та, Турӑ хушнине йӑлтах пирӗн ҫапла пурнӑҫламалла». Иоанн вара шыва кӗртме килӗшнӗ.


Акӑ Эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн.


Саккӑрмӗш кунне вӗсем хӑйсен йӑлипе ача ӳтне касма илсе пынӑ, вара ӑна ашшӗ ячӗпе Захария ятлӑ хурасшӑн пулнӑ.


Вӑл Хӑйне вилӗм таранах – хӗрес ҫинчи мӑшкӑлла вилӗм таранах – йӑвашлатнӑ, Хӑйне Хӑй пӑхӑнтарнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ