20 Йӑлтах ангел каланӑ пек пулса иртнӗ. Ҫавна курма-илтме тӳр килнишӗн Турра аслӑласа та мухтаса кӗтӳҫӗсем хӑйсен кӗтӗвӗ патне тавӑрӑннӑ.
Халӑх вара, ҫакна курсан, питӗ тӗлӗннӗ, этеме ҫавнашкал вӑй-хӑват панӑ Турра мухтанӑ.
Вӑл ҫапла ӳкӗтлесе вӗрентнӗ: «Ман хыҫҫӑн манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне пӗшкӗнсе хывма та тивӗҫлӗ мар.
Суккӑр ҫав самантрах куракан пулнӑ та, Турра мухтаса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫавна курсан пӗтӗм халӑх Турра мухтама пуҫланӑ.
Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ. «Чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ урӑх халӑхсене те ӳкӗнмелле тунӑ курӑнать», – тенӗ вара вӗсем Турра мухтаса.