Ҫавӑнпа пӗтӗм Сири ҫӗрӗнче Ун ҫинчен хыпар сарӑлнӑ. Ун патне мӗн пур халсӑр пулнисене, чир-чӗрлисене, тытамаклисене, усал ернисене, уйӑх ҫапнисене тата паралич ҫапнисене иле-иле пынӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Унтан кайран, халӑх шутне ҫыртарнӑ чухне, Галилейӑри Иуда палӑрчӗ. Вӑл та чылай ҫынна хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ. Анчах хӑй те пуҫне ҫирӗ, ун хыҫҫӑн кайнисем те саланса пӗтрӗҫ.