19 Мария вара ҫак сӑмахсене пурне те Хӑйӗн чӗринчех усранӑ.
«Ку ача кам пулӗ-ши?» – тесе тӗлӗнсе шухӑшланӑ ҫав хыпара илтнӗ ҫынсем пурте. Чӑн та, унра Хуҫа Турӑ хӑвачӗ пулнӑ.
Итлекенсем пурте кӗтӳҫӗсем каласа кӑтартнинчен тӗлӗннӗ.
Вара Иисус вӗсемпе пӗрле Назарета тавӑрӑннӑ та ашшӗ-амӑшӗн сӑмахӗнчен иртмесӗр пурӑннӑ. Амӑшӗ вара ҫак сӑмахсене пурне те чунӗнче упраса пурӑннӑ.