14 «Ҫӳлте Турра мухтав, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ!»
«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
«Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патша мухтавлӑ! Пӗлӗт ҫинче канӑҫлӑх, ҫӳлте мухтав пултӑр!»
Унтан сасартӑк ҫав ангелпа пӗрле тӳпери ангелсен йышлӑ ҫарӗ курӑнса кайнӑ. Вӗсем Турра мухтаса юрланӑ:
Ангелсем тӳпене ҫӗкленсе кайсан кӗтӳҫӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «Атьӑр Вифлеема кайса унта мӗн пулнине, Хуҫа Турӑ пире мӗн пӗлтернине курар».
Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Эпӗ сире канӑҫлӑх парса хӑваратӑп, Хамӑн канӑҫлӑхӑма сире паратӑп. Анчах та вӑл ҫак тӗнчери канӑҫлӑх мар. Аптӑраса ан ӳкӗр, ан хӑрӑр!
Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм, Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе пурнӑҫларӑм.
Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне панӑ. Ҫакна Вӑл ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе тунӑ.
Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр.
Ҫапла ӗнтӗ, ӗненӳпе тӳрре тухсан эпир Иисус Христос Хуҫамӑр урлӑ Турӑпа ҫураҫу тупатпӑр.
Хӑйӗн ырӑ ирӗкне Ывӑлӗ урлӑ пурнӑҫлама Вӑл чӑн малтанах палӑртса хунӑ, ҫапла майпа пире Хӑйӗн шухӑшӗн вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.
Анчах та иксӗлми ырӑлӑхлӑ Турӑ пире, ҫылӑха кӗнӗрен вилнӗскерсене, Хӑйӗн пысӑкран та пысӑк юратулӑхӗпе юратса, Христоспа пӗрле чӗртрӗ. Унӑн ырӑлӑхӗпе эсир ҫӑлӑнӑҫ тупрӑр.
Ҫакна Вӑл пире пулас ӗмӗрте Христос Иисус урлӑ Хӑйӗн юратулӑхӗнче палӑракан иксӗлми ырӑлӑхне кӑтартас тесе тунӑ.
Иисус Христос пирӗн Атте Турра мухтава кӑларакан Хуҫамӑр пулнине кирек епле чӗлхе-ҫӑвар та калатӑр тесе тунӑ.
Мӗншӗн тесессӗн Турра юрӑхлӑ кӑмӑлӑрпа ӗҫӗре сирӗн ӑшӑрта Вӑл Хӑй пултарать.
хӗрес ҫинче Вӑл юхтарнӑ Юн урлӑ ҫӗр ҫинчипе тӳперине ҫураҫтарса, Ун урлӑ пурне те Хӑйӗнпе килӗштерес тенӗ.
Хӑйӗн ырӑлӑхне пула пире савса ӗмӗрлӗх хавхалану тата ырӑ шанчӑк панӑ Иисус Христос Хуҫамӑрпа Атте Туррӑмӑр
Унтан эпӗ тӳпери тата ҫӗр ҫинчи, ҫӗр айӗнчи тата тинӗсри мӗн пур чӗрӗ чун ҫапла каланине илтрӗм: «Престол ҫинче Ларакана тата Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех пиллӗх те, чыс та, мухтав та, вӑй-хӑват та пултӑр!»