13 Унтан сасартӑк ҫав ангелпа пӗрле тӳпери ангелсен йышлӑ ҫарӗ курӑнса кайнӑ. Вӗсем Турра мухтаса юрланӑ:
Калатӑп сире: ҫылӑхлӑ пӗр ҫын ӳкӗннишӗн те Туррӑн ангелӗсем ҫавӑн пекех савӑнаҫҫӗ».
Акӑ сире паллӑ: эсир сырӑша чӗркесе вырттарнӑ Ачана курӑр».
«Ҫӳлте Турра мухтав, ҫӗр ҫине канӑҫлӑх килчӗ, ҫынсене ырӑлӑх ҫитрӗ!»
Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.
Ангелсем пурте ҫӑлӑнӑҫа еткерлӗхе илекенсене пулӑшма янӑ сывлӑшсем кӑна мар-им вара?
Пророкла каланисем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн пулнине Турӑ пророксене уҫса панӑ. Ҫӳлтен аннӑ Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем халӗ сире ҫавӑн ҫинченех ӳкӗтлесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫӳлти ангелсем те ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлесшӗн.
Унтан пӑхрӑм та престол тавра пухӑннӑ чӗр чунсене, ватӑсене тата йышлӑ ангелсене куртӑм, вӗсен сассине илтрӗм. Ангелсен шучӗ вуншар пинччӗ, пин-пинччӗ.