11 Паян Давид хулинче сире Ҫӑлакан ҫуралчӗ, Вӑл – Христос Хуҫамӑр!
Иаковран Мариян упӑшки Иосиф ҫуралнӑ, Мария вара Христос теекен Иисуса ҫуратнӑ.
Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ ҫав Ачана Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ».
«Эсӗ – Чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ, Христос», – тавӑрнӑ вара Петр текен Симон.
Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене Хӑй, Иисус, Турӑ Суйласа илни пулнине никама та калама хушман.
Хуҫа Туррӑмӑн Амӑшӗ ман патӑма килнине курма епле тивӗҫлӗ пултӑм-ши?
Вӑл Хӑйӗн тарҫи Давид йӑхӗнчен пире валли хӑватлӑ Ҫӑлакан кӑларчӗ.
Хуҫа Туррӑн Христосне курмасӑр вилместӗн тесе ӑна Святой Сывлӑш малтанах систернӗ пулнӑ.
Иосифӑн, Давид йӑхӗнчен пулнӑран, Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеема, тахҫан Давид ҫуралнӑ хулана, каймалла пулнӑ.
Вӑл пирвай хӑйӗн пиччӗшне Симона тупса: «Эпир Мессияна (вӑл Христос тени пулать) куртӑмӑр», – тенӗ те
Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен».
«Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! – тенӗ Ӑна Марфа. – Эсӗ тӗнчене килмелле тенӗ Турӑ Ывӑлӗ Христос пулнине ӗненетӗп».
Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.
Хӗрарӑм Ӑна: «Мессия, тепӗр майлӑ каласан Христос, килессине, килсен пире йӑлтах каласа пӗлтерессине пӗлетӗп-ха эпӗ», – тенӗ.
Вара вӗсем ҫав хӗрарӑма каланӑ: «Эпир ӗнтӗ сан сӑмаху тӑрӑх кӑна ӗненместпӗр. Вӑл чӑнах тӗнчене Ҫӑлакан, Христос иккенне хамӑр илтсе пӗлтӗмӗр».
Эсӗ – Христос, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те».
«Ку – Турӑ Суйласа илни, Христос», – тенӗ хӑшӗ-пӗри. Теприсем вӗсене хирӗҫлесе каланӑ: «Христосӑн Галилейӑран килмелле мар-ҫке!
Турӑ Израиль ывӑлӗсене Иисус Христос урлӑ канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар янӑ. Ҫав Иисус Христос – пуриншӗн те Хуҫамӑр.
Хӑйӗн сӑмахне тытса, Турӑ Давид йӑхӗнченех Израиль валли Ҫӑлакан Иисуса кӑларнӑ.
«Ҫапла вара, пӗтӗм Израиль ҫыннисем, ҫакна ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: эсир пӑталанӑ Иисуса Турӑ пирӗн Хуҫамӑр тата Ҫӑлаканӑмӑр турӗ».
Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ.
Малтанхи этем – ҫӗртен, тусантан пулнӑ, кайранхи вара – тӳперен аннӑ Хуҫамӑр.
Иисус Христос пирӗн Атте Турра мухтава кӑларакан Хуҫамӑр пулнине кирек епле чӗлхе-ҫӑвар та калатӑр тесе тунӑ.
Хуҫамӑра, Иисус Христоса, пӗлесси пуринчен те чаплӑрах пулнӑран эпӗ ыттине йӑлтах пӑрахӑҫларӑм, ҫӳп-ҫап вырӑнне кӑна хуратӑп. Ҫакна эпӗ Христоса ӑша хывас тесе,
Ҫавӑнпа та, эсир Христос Иисус Хуҫамӑра ӗнентӗр пулсан, малалла та Унпа пӗрлӗхлӗн пурӑнӑр.
Атте Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене Ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ, ҫавна эпир куҫӑн курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр.
Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни пулнине ӗненекен кашни ҫынах Турӑ ачи пулать. Ҫапла вара, Ҫӳлти Ашшӗне юратакан Унран Ҫуралнине те юратать.