10 Ангел вӗсене ҫапла каланӑ: «Ан хӑрӑр! Эпӗ сире пӗтӗм халӑха савӑнтармалли чаплӑ хыпар пӗлтерме килтӗм.
Иисус вӗсене ҫав самантрах сасӑ парса: «Хастар пулӑр! Ку – Эпӗ, ан хӑрӑр!» – тенӗ.
Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ.
«Ан хӑрӑр, – тенӗ вара ангел хӗрарӑмсене, – пӑталанӑ Иисуса эсир шыранине пӗлетӗп.
Вӑл ҫапла каласа вӗрентнӗ: «Ӗнтӗ вӑхӑт ҫитрӗ, Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ: ӳкӗнӗр те Ырӑ Хыпара ӗненӗр!»
Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Кайӑр та пӗтӗм тӗнчипех пурне те Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳрӗр.
Ангел ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Захария! Санӑн кӗллӳне Турӑ илтрӗ. Санӑн арӑму, Елисавета, сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, ӑна эсӗ Иоанн ятлӑ хурӑн.
Ангел ӑна каланӑ: «Эпӗ – Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил. Мана сан патна ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ.
Ангел Ӑна каланӑ: «Ан хӑра, Мария! Эсӗ Турӑран ырӑлӑх илтӗн.
Паян Давид хулинче сире Ҫӑлакан ҫуралчӗ, Вӑл – Христос Хуҫамӑр!
Иерусалимран пуҫласа мӗн пур халӑхсене ӳкӗнме, ҫылӑх каҫарттарма Ун ячӗпе ӳкӗтлесе вӗрентмелле.
Иисус ҫавӑн хыҫҫӑн хуласемпе ялсем тӑрӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар вӗрентсе ҫӳренӗ. Унпа пӗрле Вун иккӗшӗ
Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр. Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ мӑн асаттемӗрсене шантарнине пире, вӗсен ачисене, пачӗ. Иккӗмӗш псаломра каланӑ пекех пулса тухрӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: „Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ Санӑн Аҫу пулатӑп“.
Вӗсене ӳкӗтлесе вӗрентме никама та яман пулсан, вӗсене кам ӳкӗтлӗ? Ҫырнинче ҫапла каланӑ: «Канӑҫлӑх ҫинчен пӗлтерекенсен, ырри ҫинчен пӗлтерекенсен урисем епле чаплӑ!»
Мана, ӗненекенсенчен пуринчен те тивӗҫсӗррине, ҫав ырӑлӑха – Христосӑн ӑсласа илейми пуянлӑхӗ ҫинчен ытти халӑхсене пӗлтерме – шанса панӑ.
Турӑ умне ҫапла тӑрас тесен сирӗн, паллах, ҫирӗп те иккӗленӳсӗр ӗненмелле, Ырӑ Хыпар паракан шанчӑка ҫухатмалла мар. Эсир Ырӑ Хыпара илтнӗ, ӑна ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пурне те пӗлтернӗ. Эпӗ те, Павел, Ырӑ Хыпар тарҫи пулса тӑтӑм.