7 Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ.
Хайхискерсем укҫине илсен пахча хуҫине ӳпкеле пуҫланӑ.
„Эсир те манӑн иҫӗм ҫырли пахчине ӗҫлеме кайӑр, тивӗҫлӗ чухлӗ сире те тӳлӗп“, – тенӗ хуҫа вӗсене те. Лешсем вара кайнӑ.
«Мӗншӗн-ха сирӗн Вӗрентекенӗр налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет?» – тенӗ ҫакна курсан фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене.
Унта тӑракан фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем ӳпкелешсе калаҫнӑ: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫынсене йышӑнать, вӗсемпе пӗрле апат ҫиет!» – тенӗ.
Закхей васкаса йывӑҫ ҫинчен аннӑ та Иисуса хӑй патне савӑнсах илсе кӗнӗ.
Вара Закхей тӑнӑ та Хуҫамӑра ҫапла каланӑ: «Эй, Хуҫамӑр! Эпӗ халех хамӑн пурлӑхӑн ҫуррине чухӑнсене валеҫсе паратӑп. Кама та пулин улталанӑ пулсан, эпӗ ӑна тӑватӑ хут ытларах тавӑрса парӑп».
Фарисейсемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисусӑн вӗренекенӗсене ӳпкелешсе каланӑ: «Мӗншӗн эсир налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиетӗр?»
Этем Ывӑлӗ килчӗ: ҫиет те, ӗҫет те. „Ку ҫын ҫиме те, хӗрлӗ эрех ӗҫме те юратать. Вӑл налук пухакансемпе тата ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“, – тетӗр эсир.
Ҫавна курсан Иисуса чӗнсе кӗртнӗ фарисей хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Ҫак Ҫын чӑнах та пророк пулсан, Хӑйне кам, мӗнле хӗрарӑм сӗртӗннине пӗлӗччӗ, мӗншӗн тесен ку ҫылӑхлӑ хӗрарӑм!»