6 Закхей васкаса йывӑҫ ҫинчен аннӑ та Иисуса хӑй патне савӑнсах илсе кӗнӗ.
Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та Закхея асӑрханӑ. «Закхей! Хӑвӑртрах ан, Манӑн паян сан патна хӑнана пымалла», – тенӗ ӑна Иисус.
Ҫавна курсан ҫынсем: «Вӑл ҫылӑхлӑ ҫын патне кӗчӗ!» – тесе Иисуса ӳпкелешме пуҫланӑ.
Вара вӗсем васкаса Вифлеема ҫитнӗ те Марияпа Иосифа тата сырӑшра выртакан пӗчӗк Ачана шыраса тупнӑ.
Унтан вӑл Иисуса хӑналама хӑйӗн килӗнче пысӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Хӑнасем хушшинче налук пухакансем те, ытти ҫынсем те нумаййӑн пулнӑ.
Кайран вара, хӑйне те, кил-йышне те тӗне кӗртсен, Лидия пире ҫапла каласа тархасларӗ: «Мана эсир Хуҫамӑра чунтан парӑннӑ ҫын вырӑнне хуратӑр пулсан ман патӑмра пурӑнӑр». Ҫапла вӑл пире ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех.
Килне илсе пырсан вӗсене апат ҫитернӗ, Турра ӗненме пуҫланӑшӑн хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле савӑнмаллипех савӑннӑ.
Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ.