5 Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та Закхея асӑрханӑ. «Закхей! Хӑвӑртрах ан, Манӑн паян сан патна хӑнана пымалла», – тенӗ ӑна Иисус.
Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.
Ҫав хулара налук пухакансен пуҫлӑхӗ, Закхей ятлӑ пӗр пуян ҫын, пурӑннӑ.
Вара Закхей маларах чупса кайнӑ та Вӑл иртес тӗлти смоква йывӑҫҫи ҫине хӑпарса тӑнӑ.
Закхей васкаса йывӑҫ ҫинчен аннӑ та Иисуса хӑй патне савӑнсах илсе кӗнӗ.
«Эсӗ мана ӑҫтан паллатӑн?» – тесе ыйтнӑ Нафанаил. «Эпӗ сана Филипп чӗничченех, смоква йывӑҫҫи айӗнче тӑнӑ чухнех куртӑм», – тавӑрнӑ Иисус.
Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.
Эпир вара, Турӑ ӗҫне тӑвакансем пулса, сире ҫапла йӑлӑнатпӑр: Турӑ ырӑлӑхне илни сирӗншӗн усӑсӑр ан пултӑр.
Ӗненӗве пула сирӗн чун-чӗрӗрте Христос пурӑнтӑрччӗ тетӗп.
Ютран килнӗ ӗненекенсемпе тараватлӑ пулӑр, мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем пӗлмесӗрех ангелсене хӑна туса янӑ.
Акӑ, Эпӗ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп. Кам Манӑн сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрӗп те унпа пӗрле тӑванлӑх апачӗ ҫийӗп, Манпа пӗрле вӑл та ҫийӗ.