40 «Калатӑп сире, – тенӗ Иисус вӗсене хирӗҫ, – вӗсем шӑплансан чулсем кӑшкӑрма пуҫлӗҫ».
Кӑнтӑрла, вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫҫӗччен, пӗтӗм ҫӗр ҫинче тӗттӗмленсе ларнӑ.
„Пирӗн мӑн асатте – Авраам!“ – текен шухӑшпа киленсе ан пурӑнӑр. Калатӑп сире: Турӑ ҫак чулсенчен те Авраам ачисем тума пултарать.
Иерусалим патне ҫывхарсан Иисус хула ҫине пӑхнӑ та ун шӑпишӗн хурланса йӗрсе янӑ.
Турра хисеп туманнисемшӗн ӳлӗмрен тӗслӗх пултӑр тесе, Вӑл Содомпа Гоморра хулисене тӗп тумашкӑн айӑпланӑ, ҫунтарса янӑ.