4 Вара Закхей маларах чупса кайнӑ та Вӑл иртес тӗлти смоква йывӑҫҫи ҫине хӑпарса тӑнӑ.
Хуҫамӑр вӗсене каланӑ: «Эсир пӗр пӗрчӗк те пулин ӗненсессӗн те, ҫак смоква йывӑҫҫине: „Тымарупах кӑкланса тинӗсе куҫса лар!“ – тесе каласан, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ».
Вӑл Иисуса курасшӑн питӗ тӑрӑшнӑ, анчах хӑй лутра пирки халӑх хушшинчен Ӑна курайман.
Ҫав вырӑна ҫитсен Иисус ҫӳлелле пӑхнӑ та Закхея асӑрханӑ. «Закхей! Хӑвӑртрах ан, Манӑн паян сан патна хӑнана пымалла», – тенӗ ӑна Иисус.
Анчах халӑх йышлӑ пулнӑран шала кӗме май тупайман. Вара вӗсем ҫурт тӑррине хӑпарнӑ та ӑна пӗр тӗлтен сӳтсе паралич ҫапнӑ ҫынна выртнӑ вырӑнӗпех пухӑннисен варрине, Иисус умнех, антарнӑ.