36 Ашак ҫине утланнӑ Иисус пынӑ чух ҫынсем хӑйсен тумтирӗсене ҫул тӑрӑх сарса пынӑ.
Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене Иисус умне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, теприсем тата йывӑҫ турачӗсем касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ.
Унтан вӗсем ашак тихине ҫавӑтса пынӑ та ун ҫине хӑйсен тумтирне хунӑ, ашак ҫине Иисуса утлантарнӑ.
Иисус Елеон тӑвӗ ҫинчен анмалли вырӑна ҫитсен вӗренекенӗсем пурте, темӗн чухлӗн, хӑйсем курнӑ мӗн пур хӑватсемшӗн Турра мухтаса, савӑнса хытӑ кӑшкӑрма пуҫланӑ: