34 «Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ», – тенӗ лешсем.
Ашакне вӗҫертнӗ чух хуҫисем вӗсенчен: «Ашак тихине мӗншӗн вӗҫертетӗр?» – тесе ыйтнӑ.
Унтан вӗсем ашак тихине ҫавӑтса пынӑ та ун ҫине хӑйсен тумтирне хунӑ, ашак ҫине Иисуса утлантарнӑ.
– Саккун кӗнекинче Турӑ сӑмахне итлекенсене те турӑ тенӗ. Ҫырнине хирӗҫлесе калама вара юрамасть.
Мӗн пулса иртнине ҫав самантра Иисусӑн вӗренекенӗсем те ӑнланман. Каярахпа тин, Иисус мухтава тухсан, вӗсем Ҫырнинче Ун ҫинчен ҫапла каланине те, ҫав калани пурнӑҫланма хӑйсем Уншӑн мӗн тунине те астуса илнӗ.
Мӗншӗн тесен эсир Иисус Христос Хуҫамӑрӑн ырӑ кӑмӑлне пӗлетӗр. Вӑл, чап тӗлӗшӗнчен пуянскер, Хӑйне мӗскӗнлетсе сире мухтавпа пуйтарас тесе, сирӗншӗн мӗскӗне тухнӑ.