22 Хуҫи ӑна каланӑ: „Эй, усал чура! Эпӗ сана хӑвӑн сӑмахусемпех айӑплатӑп! Эпӗ хытӑ чунлӑ пулнине, памасӑрах илнине, акмасӑрах вырнине эсӗ пӗлнӗ.
Мӗншӗн тесен каланӑ сӑмахна кура Турӑ сана е тӳрре кӑларӗ, е айӑплӗ».
„Тусӑм, епле эсӗ туй тумтирӗсӗрех кунта килтӗн?“ – тенӗ ӑна патша. Лешӗ чӗнмен.
Эпӗ санран хӑрарӑм, мӗншӗн тесен эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын: памасӑрах илетӗн, акмасӑрах выратӑн“.
Апла мӗншӗн ман кӗмӗл укҫана усламҫӑсене те пулин памарӑн? Тавӑрӑнсан эпӗ тупӑш илнӗ пулӑттӑм“.
Саккунра мӗн калани саккуна пӑхӑнакансене пурне те пырса лекет. Ҫавӑнпа та пурин ҫӑварӗ те хупланать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулса тӑрать. Ҫакна эпир пӗлетпӗр.