19 „Сана та пилӗк хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ хуҫи ӑна.
Унтан иккӗмӗш чури те: „Хуҫам, эсӗ парса хӑварнӑ мина пилӗк мина тупӑш кӳчӗ“, – тенӗ.
Кайран виҫҫӗмӗшӗ пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам! Акӑ эсӗ парса хӑварнӑ мина, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм.
Эй, савнӑ тӑванӑмсем! Ӗнтӗ ҫирӗп те иккӗленӳсӗр пулӑр. Хуҫамӑр ӗҫӗшӗн яланах пӗтӗм чуна парса тӑрӑшӑр, эсир тӑрӑшни Хуҫа Турӑ умӗнче усӑсӑр пулманнине пӗлсе тӑрӑр.
Акакан та, шӑваракан та пӗр ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах та вӗсенчен кашниех ӗҫне кура сӑвап илӗ.
Ҫакна ан манӑр: вӑрлӑхне сахал акакан сахал вырса илӗ, нумай акакан вара нумай вырса илӗ.
Хамӑр мӗншӗн тӑрӑшнине ҫухатас марччӗ тесе, тулли сӑвап илесчӗ тесе, хӑвӑра хӑвӑр асӑрханса пурӑнӑр.