18 Унтан иккӗмӗш чури те: „Хуҫам, эсӗ парса хӑварнӑ мина пилӗк мина тупӑш кӳчӗ“, – тенӗ.
Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе, ӑнланса илекене пӗлтерет, ун чӗринче сӑмах тӗшӗ кӑларать. Ҫапла вара, пӗринчен ҫӗр пӗрчӗ, тепринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепринчен вӑтӑр пӗрчӗ пулать».
Икӗ талант илни те пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана икӗ талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата икӗ талант тупӑш турӑм“.
Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе ҫав сӑмаха хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, вӗсен чӗринчи сӑмах тӗшӗ кӑларать. Ҫапла вара, пӗринчен вӑтӑр пӗрчӗ, тепринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепринчен ҫӗр пӗрчӗ пулать».
Вӑл вунӑ чурине чӗннӗ те кашнинех пӗрер мина укҫа парса каланӑ: „Эпӗ тавӑрӑниччен эсир ҫак укҫана ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“, – тенӗ.
„Аван, эсӗ ырӑ чура! Пӗчӗк тивӗҫе тӳрре кӑларнӑшӑн эпӗ сана вунӑ хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ ӑна хуҫи.
„Сана та пилӗк хула пуҫлӑхӗ тӑватӑп“, – тенӗ хуҫи ӑна.
Пулӑшма тӑрӑшни пулсассӑн, Турӑ ӑна камӑн мӗн ҫуккине кура мар, камӑн мӗн пуррине кура йышӑнӗ.