Кам чунӗпе иудей, ҫав чӑн-чӑн иудей. Ячӗшӗн мар, чун-чӗре хушнипе ӳт кастарни ҫеҫ чӑн-чӑн ӳт кастарни пулать. Ун пек ҫынна этем мухтавӗ мар, Турӑ мухтавӗ пулӗ.
Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.
Ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ пек, сирӗн ӗненӗвӗр те асаппа тӗрӗсленет. Вара, Иисус Христос тепре килсессӗн, пӗтмелли ылтӑнран хаклӑрах ӗненӗвӗр хисепе, мухтава, чапа тивӗҫ пулӗ.