13 Вӑл вунӑ чурине чӗннӗ те кашнинех пӗрер мина укҫа парса каланӑ: „Эпӗ тавӑрӑниччен эсир ҫак укҫана ӗҫе хывса тупӑш тӑвӑр“, – тенӗ.
Пилӗк талант илни укҫине ӗҫе хывнӑ та татах пилӗк талант тупӑш тунӑ.
Пилӗк талант илни тата тепӗр пилӗк талант илсе пынӑ та ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана пилӗк талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата пилӗк талант тупӑш турӑм“.
Икӗ талант илни те пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам, эсӗ мана икӗ талант парса хӑварнӑччӗ, акӑ эпӗ вӑл укҫапа тата икӗ талант тупӑш турӑм“.
Унтан пӗр талант илни ҫапла пырса каланӑ: „Хуҫам, эсӗ хытӑ чунлӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акмасӑрах вырса илетӗн, сапмасӑрах пухса илетӗн.
Иисус ҫапла каланӑ: «Пӗр чаплӑ ӑруран тухнӑ ҫын, патшана ларма ирӗк илсе тавӑрӑнас тесе, инҫетри ҫӗр-шыва кайма хатӗрленнӗ.
Анчах ҫав ҫӗр-шывра пурӑнакансем ӑна курайман пирки: „Вӑл пирӗн патша ан пултӑр!“ – тесе калама ун хыҫӗнчен хӑйсен ҫыннисене янӑ.
Ман ирӗке тӑвакан Ман хыҫҫӑн пытӑр; Эпӗ ӑҫта – тарҫӑм та ҫавӑнтах пултӑр. Вара Ман ирӗке тӑвакана Аттем те хисеплӗ».
Халӗ эпӗ этем кӑмӑлне е Турӑ кӑмӑлне юрасшӑн тӑрӑшатӑп-ши? Тен, эпӗ ҫынсене юрас тесе тӑрӑшатӑп? Эпӗ халиччен ҫынсене юрас тесе пурӑннӑ пулсан Христос чури пулмӑттӑм.
Турӑпа Иисус Христос Хуҫамӑр чуринчен Иаковран – пӗтӗм тӗнчипе сапаланнӑ вун икӗ йӑха – салам!
Иисус Христос чуринчен тата апостолӗнчен Симон Петртан – Туррӑмӑрпа Ҫӑлаканӑмӑр Иисус Христос тӳрӗлӗхне пула хамӑрпа танах паха ӗненӳ илнисене: