10 Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.
Вӑл Ывӑл Ача ҫуратӗ, эсӗ ҫав Ачана Иисус ятлӑ хурӑн, мӗншӗн тесен Вӑл Хӑйӗн халӑхне ҫылӑхӗсенчен ҫӑлӗ».
Чи малтан Израиль халӑхӗ патне кайӑр, вӗсем ӗнтӗ ҫӗтсе кайнӑ сурӑхсем пекех.
«Турӑ Мана Израиль ӑрӑвӗн ҫӗтсе кайнӑ сурӑхӗсем патне кӑна янӑ», – тесе тавӑрнӑ Иисус.
«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.
Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ.
Шӑллу тавӑрӑннӑшӑн хӗпӗртемелле, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗччӗ, халӗ чӗрӗлчӗ; ҫухалнӑччӗ, халӗ тупӑнчӗ!“»
«Е пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗрне ҫухаттӑр. Вӑл вара ҫутаткӑҫ ҫутса, урайне шӑпӑрпа шӑлса укҫине тупичченех тӑрӑшса шырамӗ-и?
Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ.
Эпир халсӑр чухне Христос пирӗншӗн, Турра хисеплемен ҫынсемшӗн, палӑртса хунӑ вӑхӑтра вилнӗ.
Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ.