Лука 18:7 - Синодальный НЗ7 – Кунӗн-ҫӗрӗн йӑлӑнса ыйтсан Турӑ Хӑйӗн суйланӑ ҫыннисене, васкаман пек туйӑнсан та, хӳтӗлесе хӑвармӗ-и? အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Турӑ чуринчен тата Иисус Христос апостолӗнчен Павелран – ӗненӳри чӑн ывӑлӑма Тита. Мана Турӑ суйласа илнисене ӗнентерме, вӗсене чӑнлӑха – Турра хисеплессине – уҫса пама, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн шанчӑк пама янӑ. Хӑйӗн сӑмахне тытакан Турӑ ҫав шанчӑка чӑн малтанах пама пулнӑ. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитсессӗн вара Ҫӑлакан Туррӑмӑр Хӑйӗн Сӑмахне вӗрентме мана хушрӗ, мана шанса пачӗ. Атте Турӑран тата Иисус Христос Хуҫамӑртан – хамӑра Ҫӑлаканран – сана тивлет, ырӑлӑх тата канӑҫлӑх пултӑр!
Иисус Христос апостолӗнчен Петртан – Понт, Галати, Каппадоки, Аси, Вифини тӑрӑхӗнче сапаланса кайнисене, ытти ӗненекенсем пекех ҫак тӗнчешӗн юттисене. Иисус Христоса пӑхӑнмашкӑн, Унӑн Юнӗпе тасатмашкӑн сире Атте Турӑ чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Сывлӑшпа сӑваплатса суйласа илнӗ. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ тата ытларах пултӑр.