39 Малта пыракансем ӑна шӑпланма хушнӑ. Анчах суккӑр ҫын тата хытӑрах: «Давид йӑхӗн Ывӑлӗ! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрнӑ.
«Ыйтӑр – вара сире парӗҫ, шырӑр – вара тупӑр, шаккӑр – вара сире уҫӗҫ.
«Эй, ҫителӗксӗр ӗненекенсем! Мӗншӗн эсир ҫав териех хӑравҫӑ?» – тенӗ вӗсене Иисус. Унтан Вӑл, тӑрса, ҫиле те, тинӗсе те лӑпланма хушнӑ, вара ҫанталӑк шӑпах пулнӑ.
Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ.
Саккун вӗрентӳҫисем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗлӳлӗхӗн ҫӑраҫҫине хӑвӑр алла илнӗ те, хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗртместӗр».
Ялан Турра кӗлтумаллине тата хуйха ӳкме юраманнине пӗлччӗр тесе Иисус вӗсене ҫакӑн пек ытарлӑх каланӑ:
Иисус аллипе сӗртӗнтӗр тесе Ун патне ҫынсем пӗчӗк ачисене те илсе пынӑ; ҫавна курсан вӗренекенӗсем вӗсене Иисуса кансӗрлеме чарнӑ.
Вӑл вара: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус! Хӗрхенсем мана!» – тесе кӑшкӑрма пуҫланӑ.
Иисус чарӑннӑ та суккӑра Хӑй патне ҫавӑтса пыма хушнӑ. Хайхискер Ун патне пырсан Иисус унран:
Халӑх хушшинчен хӑш-пӗр фарисейсем Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен, Хӑвӑн вӗренекенӳсене чар!» – тенӗ.
Иисус ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен ӑна пӗр ҫын пырса каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ, Вӗрентекене ан та чӑрмантар».
Ӑна манран сиртӗр тесе эпӗ Хуҫа Турра виҫӗ хутчен тархасларӑм.